Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслама вӑхӑт ҫитрӗ. Ӑна эпир, конкурса йӗркелекенсем, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр. 10 сехетре пуҫланӗ.
Унчченех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: пӗрремӗш-иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене кам-кам йышӑннине чыславра кӑна пӗлтеретпӗр тесе. Ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсен йышне эпир халӗ те сире каламан. Ҫакна шута илсе 1-мӗш тура тухнисен чыслава пурин те пыма тивет, эпир сире пурсӑра та унта ҫитме йыхравлатпӑр! Парнесӗр никам та тӑрса юлмӗ. Кашни ушкӑнра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ пӗр хутшӑнакана палӑртнӑ, иккӗмӗш вырӑн — 2 хутшӑнакана панӑ, виҫҫӗмӗшне — виҫӗ хутшӑнакана. Тепӗр тӑватӑ хутшӑнаканӗ хавхалану парниллӗ пулӗҫ. Унсӑр пуҫне, чыслава килнисен йышӗнче пылак парнесем те выляттаратпӑр!
Кам мала тухнисене каламастпӑр терӗмӗр пулин те, икӗ номинацири ҫӗнтерӳҫӗсене пӗлтересех пулать. Пӗри вӑл — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ». Ку номинацине Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри ача пахчине ҫӳрекен 6 ҫулти Тельцова Ариадна тивӗҫрӗ.
Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсенче кӗрхисене юр ҫийӗнех апатлантараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне ку ӗҫе «Новь» тулли мар яваплӑ хуҫалӑхра тата Н.Н. Назарова хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пуҫӑннӑ.
Кӗрхисене апатлантарма тытӑннине Улатӑр район администрацийӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи тулла 450 гектар ҫинче апатлантармалла.
Удобрени тенӗрен, улатӑрсем иртнӗ эрнерех ӑна ҫине тӑрса туяннӑ: пурӗ 474 тонна кӳрсе килнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — аммиак селитри.
Вӑрлӑх хатӗрлессипе те хуҫалӑхсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 2803 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ, кондицилли ҫав шутран — 60 процент. Кондицие ларса пӗтменнине ака валли хатӗрлеҫҫӗ: алаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Сӑр тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ нормативран самай пысӑкрах.
Республикӑра юр хулӑнӑшӗ ытти ҫултинчен 10–20 сантиметр хулӑнрах. Нормӑпа килӗшӳллӗн, вӑл 22–32 сантиметр пулмалла. Тӗп шыв бассейнӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ 120–130 процентпа танлашнӑ. Сӑр тата Мӑн Ҫавалта вара ку кӑтарту 170% тата 190% иртнӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ейӳ вӑхӑтӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри кӗперӗн ҫӗр дамби ишӗлнӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ял шар курма пултарать. Чи хӑрушӑ лару-тӑру хальлӗхе Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче.
Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн.
Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ.
Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ.
КӐР | 22 |
Кӑрлачӑн 16-мӗшпе 22-мӗш кунӗсенче пирӗн сайт ҫак чи пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатрӗ (чи нумай пӑхни тӑрӑх йӗркеленӗ):
• Пирӗн сайтҫӑсем суйланӑ Ҫулталӑк ҫыннине палӑртрӑмӑр (вӑл ята икӗ ҫын тивӗҫрӗ);
• Светлана Петровӑна мӗн сӑлтава пула канма яма пултарнине пӗлтертӗмӗр;
• Пирӗнтен яланлӑхах паллӑ вӗҫевҫӗ тата фотограф Тимофеев уйрӑлса кайрӗ;
• Дмитрий Михлеев 75 тултарнине те пӗлтертӗмӗр;
• Телеграмм мессенджерта чӑвашла интерфейс пуласси чылайӑшне килӗшрӗ ӗнтӗ;
• Энтип Ваҫҫине те 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ӗлкӗртӗмӗр;
• Шупашкарта та авиабомба кӑларасси вара пире шухӑша ячӗ;
• Г. Тусли Упи шкулӗнчи ачасемпе тӗл пулни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Кашмашсене кам шкул туса парасси пирки те каласа патӑмӑр;
• Ҫавӑн пекех Раиса Терюкова ӳкерчӗкне мӗнле министр туянни пирки пӗлтертӗмӗр.
Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтра кашни кун ҫӗнӗ хыпар.
Улатӑр район администрацине ертсе пынӑ Николай Романов виҫӗмкун ӗҫрен кайнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпарта отставкӑна кайма ыйтса пуҫлӑх хӑй кӑмӑлӗпе ҫырнине ӗнентернӗ.
Николай Романов ыйтӑвне пӑхса тухма районти Депутатсен пухӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Пуху иртессине тӑватӑ кун маларах сайтра хыпарланӑччӗ.
Пухӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗнчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа ҫав пайри Анатолий Алексеев консультант та хутшӑннӑ.
Улатӑр район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне — йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна шаннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс ирттерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн, живопись тата прикладной ӳнер ӑстин Раиса Терюкалова ӗҫне туяннӑ.
Художник ӗҫӗпе паллашма министрпа пӗрлех культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Владимир Васильев профессор тата Чӑваш Е Художниксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Андрей Анохин хутшӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ, 8-мӗш теҫеткене ҫывхаракан ал ӑстин мастерскойӗнче пулнӑ май министр художникӑн ӗҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Ку вӑл ытахальтен мар: ӳнерҫӗн сывлӑхӗ чаплах мар.
Культура министрӗ художника паллӑ кунпа (вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) саламланӑ. Константин Яковлевӑн картинӑсен пуххийӗ пуян-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл Раиса Терюкалова ӗҫне хаваспах туяннӑ.
Иркутск облаҫӗнче пурӑнакан Алена Юшинӑпа унӑн Улатӑр районӗнчи пиччӗшӗ Валерий Алешев ҫур ӗмӗр иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ.
Ҫемье пӑтӑрмахӗ ҫур ӗмӗр каялла Иркутск облаҫӗнче пулса иртнӗ. ...Алешевсен ҫемйине Кӑшарнинче йӗкӗреш килет. Анчах вӗсенчен пӗри, вӑл арҫын ача пулнӑ, тӳрех вилет. Хӗрача кӑна сывӑ юлать. Йӗкӗрешсене йывӑррӑн ҫуратнӑ хӗрарӑм, Валерий Алешев амӑшӗ, те кӗҫех куҫне хупать. Хӗрарӑмӑн упӑшки вӑл вӑхӑтра вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ. Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗр пӗрчӗкне ашшӗ ача ҫуртне вӑхӑтлӑха парать. Кӑштахран, вӑл ӳссен, ӑна каялла илес тенӗ. Анчах ҫулталӑкран арҫын вилет. Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ арҫын ачана Патӑрьел районӗнчи тӑван асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? Телесюжетра бабушка тенӗ) хӑй хӳттине илет. Хӗрачана ача ҫуртӗнчен илсе каяс тенӗ ҫӗре пӗчӗкскере такамсем усрава илсе ӗлкӗрнӗ.
Йӑмӑкне, Аленӑна, пиччӗшӗсем тупма тем пекех ӑнтӑлнӑ. Ҫак ӗмӗтпе Валерий Алешев ҫур ӗмӗр пурӑннӑ. Телекурав урлӑ та шыранӑ, йӑмӑкне шыракан статьясене Иркутск тӑрӑхӗнчи хаҫатсенче те пичетленӗ. Валерийӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Зоя Никитина та шырама пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть тӑвансем тӗл пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |